Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ пулма Дмитрий Краснова ҫирӗплетнӗ. Хушӑва паян, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Дмитрий Краснов 1980 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 2002 ҫулта вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен «Тӗнче экономики» специальноҫа алла илнӗ май экономист пулса тӑнӑ. 2016 ҫулта Шупашкарти коопераци институтӗнче патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн ӑсталӑхне вӗреннӗ. 2018 ҫулта Мускаври Сколково шкулӗнче, Мускаври патшалӑх техника университетӗнче тата Г.В. Плеханов ячӗллӗ Раҫҫей экономика университетӗнче пӗлӗве ӳстернӗ.
Чӑваш Республики умӗнче хисепе тивӗҫнисене паян орденпа тата орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн регион аталанӑвӗн центрӗн ертсе пыракан ӗҫченне, паллӑ чӗлхеҫӗне, Николай Егорова тата Г.А. Ильенко ячӗллӗ «ЭЛАРА» ӑслӑлӑхпа производство комплексӗн директорӑн патшалӑх влаҫӗсемпе ҫыхӑну тытас енӗпе тӑрӑшакан ҫумне Наталия Партасовӑна чыслама йышӑннӑ. Асӑннӑ предприятин персонал тата режим енӗпе ӗҫлекен директорне Ольга Киселевӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ парӗҫ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче аслӑ шкулсене студентсене медицина маскисемпе кӗртӗҫ. Кун пирки «Новости» информаци агентстви пӗлтерет.
Анчах пурте маскӑпа ҫӳремӗҫ. Организмра антитела пур тӑк маска тӑхӑнмасан та юрать. Ку студентсене те, вӗрентекенсене те пырса тивет. Медицина маскисемпе аслӑ шкулӑн тивӗҫтермелле.
Ҫавӑн пекех лекци вуланӑ чухне вӗрентекенӗн медицина маскине хывма юрать. Ют ҫӗршывран, «хӗрлӗ зонӑран» килнӗ студентсене вара уйрӑмах сӑнӗҫ. Вӗсен карантинра 14 кун ларма, кӑшӑлвирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме анализ пама тивӗ.
Паян Чӑваш Республикинчи ҫамрӑк ӑсчахсемпе специалистсен канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта 2019-2020 ҫулсенчи вӗренӳ ҫулне видеоконференцҫыхӑну мелӗпе тишкернӗ.
Лару пуҫланас умӗн аслӑ шкулти преподавательсен «Открытая лекция» (чӑв. Уҫӑ лекци) республикӑри IX фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. 1-мӗш вырӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн шкул ҫулне ҫитменнисене пӗлӗвӗн кафедрин аслӑ преподавателӗ Николай Петренко тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — Шупашкарти коопераци институчӗн гуманитари дисциплинисемпе ют чӗлхесен кафедрин преподавателӗ Николай Петренко, виҫҫӗмӗшӗнче — Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн биотехнологи тата ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен кафедрӑн аслӑ преподавателӗ Олеся Чеченешкина тата И.Н. Ульянов Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Елена Драндрова.
Раҫҫее Хӗвеланӑҫ Африкӑри Сенегал каччи 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче килнӗ. Мамаду Фалл вӑл вӑхӑтра бакалавр дипломӗллӗ пулнӑ ӗнтӗ. Каччӑ ӑна тӑван ҫӗршывӗнче илнӗ. Раҫҫее килсен Хусанта вырӑс чӗлхине ӑша хывнӑ, кайран Шупашкара куҫнӑ, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче (халӗ — аграри университечӗ) вӗренме тытӑннӑ.
Магистрант вӗренӳре те ӗлкӗрсе пынӑ, спортра та. Тӗрлӗ конкурса, ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑртусене хутшӑннӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ. Аслӑ шкулти ӑслӑлӑхпа производство центрӗнче практикӑра пулнӑ.
Агроном специальноҫне алла илнӗскер диплома амӑшне, Амината Бойене, халалланӑ. «Вӑл мар пулсан вӗренеймен пулӑттӑм. Хамӑн тантӑшӑмсем пекех шкулта вӗренме пӑрахса ӗҫлеме пуҫлӑттӑм», — каласа кӑтартнӑ каччӑ. Яшӑн ашшӗ 2015 ҫулта вилнӗ. Вӑл фермер пулса ӗҫленӗ. Амӑшӗ — граждан служащийӗ. Ҫемьере пилӗк ача. Мамаду Фалл — чи асли. Тӑван ҫӗршывра каччӑ 2 ҫул та 8 уйӑх пулман.
Республикӑри пысӑк аслӑ шкулсенчен пӗринче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, йышӑну кампанийӗ ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Унчченхи ҫулсенчипе танлаштарсан хутсен икӗ мелпе йышӑнаҫҫӗ — Абитуриентӑн уйрӑм пӳлӗмӗ тата почта ҫыхӑнӑвӗн операторӗсем урлӑ.
Йышӑну комиссийӗнче 50 ытла ҫын ӗҫлет. Вӗсем ҫамрӑксен, вӗсен ашшӗ-амӑшӗн ыйтӑвӗсене йышӑнаҫҫӗ, пӑхса тухса хуравлаҫҫӗ. Кунсерен 1500 ытла шӑнкӑрав йышӑнаҫҫӗ.
Аслӑ шклута бакалавриат шайӗпе 1325 бюджет вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне 3400 ытла заявлени илнӗ. Абитуриентсем уйрӑмах суйлакан енсем ҫаксем: «Сиплев ӗҫӗ», «Педиатри», «Стоматологи», «Фармация», «Юриспруденци», «Экономика», «Строительство».
Техника факультечӗсенче 766 хысна вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ. Унта электроэнергетика тата электротехника, информатика и шутлав техники, радиоэлектроника тата автоматика, управлени тата социаллӑ технологи, машиностроени пӗлӗвне илме пулать.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен тухтӑра кӑҫал 682 ҫамрӑк вӗренсе тухнӑ. Вӗсенчен пысӑк пайӗ, 355 ҫын, «Стоматологи» ӑсталӑхне алла илнӗ, 279 хӗрпе каччӑ — сиплев ӗҫне, 48-ӑн педиатр пулма вӗреннӗ. Медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнисенчен 59-шӗ хӗрлӗ диплома тивӗҫнӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин направленийӗпе 82 ҫамрӑк вӗреннӗ.
Шупашкарти аслӑ шкулӑн медицина факультетӗнче ҫӗршывӑн 38 регионӗнчен килнисем пӗлӳ илеҫҫӗ. Ун пеккисем — 31 процент.
Стоматолог пулас ӗмӗтлисене кӑҫал пӗрремӗш курсран тытӑнсах акӑлчан чӗлхипе вӗрентнӗ. Ҫакна ют ҫӗршыв студенчӗсемшӗн тӑрӑшнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Чӑваш Енри ҫамрӑксене иртнӗ ҫулшӑн патшалӑх премине парассине ӗнер савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пӗлтернӗ. Укҫана тивӗҫнӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа Правительство ҫуртне йыхравланӑ.
Преми илме 61 ҫын 34 ӗҫ тӑратнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, темиҫе авторӑн пӗрлехи ӗҫӗ те пулнӑ. Сӑмахран, Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн «Агровыбор» пресс-центрӗн тӑрӑшулӑхне, унта «Агровыбор Чувашии» информаципе аналитика журналӗ кӑларса тӑнине палӑртнӑ.
Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ ята иртнӗ ҫулшӑн пурӗ 29 ҫамрӑка пама йышӑннӑ. Вӗсем – тӗрлӗ отрасль пайташӗсем: литературӑпа ӳнер, культурӑпа журналистика, сывлӑха сыхлас ӗҫ тата спорт... Премие И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тӑрӑшакансемпе вӗренекенсем уйрӑмах йышлӑн тивӗҫнӗ.
«Трижды дипломированный трижды депутат - это вам ШУТКА МАР». Ҫакӑн пек ҫырнӑ Станислав Убасси журналист Фейсбукра. Унта Шупашкар хулин Калинин районӗн судне Виктор Воробьев депутатӑн дипломӗсене суя тесе палӑртма тавӑҫ ҫитни пирки сӑмах пырать.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутатне 2016 ҫулта вӑйӑ усламӗ йӗркеленӗ тесе шанман. Ҫавна май унӑн хваттерне ухтарнӑ. Ҫавӑн чухне Мускаври Машиностроени университечӗн дипломне асӑрханӑ. Вӑл суя пек туйӑннӑ. ШӖМ тӗпчевҫисен экспертизи бланка «Госзнак» федерацин хысна учрежденийӗ хатӗрлеменни ҫиеле тухнӑ. Аслӑ шкула ыйтса ҫырнӑ та, Воробьев студент вӗренменни ҫиеле тухнӑ.
Виктор Воробьев асӑннӑ диплома тӗпе хурса ЧПУра экономика факультетӗнче вӗреннӗ. Унтан вӑл Коопераци институтне вӗренме кӗнӗ.
Слестви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем республикӑри тата тепӗр доцент тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унччен ЧПУн юрфакӗнчи тивӗҫлӗ канури арҫын-доцент ята кӗнӗччӗ.
Хальхинче тепӗр доцент тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ преподаватель хӑш аслӑ шкулта ӗҫленине кӑтартман, Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче тӑрӑшнине ҫеҫ каланӑ.
Хальхинче хӗрарӑм-доцент ҫакланнӑ. Вӑл сӗтев илнӗ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 290-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Хӗрарӑм-преподаватель кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче иккӗмӗш курс студенчӗсенчен пӗринчен 26 пин тенкӗ укҫа илнӗ. Укҫана экзаменшӑн отметка илме преподавателӗн банк счечӗ ҫине куҫарнӑ.
Пуҫиле ӗҫе халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |